Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне ҫирӗплетнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Унти депутатсем ертӳҫӗ пуканне пӗр саслӑн пулса Ольга Чепрасовӑна шаннӑ.
Аса илтерер, вӑл вырӑна йышӑнас тесе пурӗ 6 ҫын заявка тӑратнӑ. Конкурс комиссийӗ Ольга Чепрасовӑна суйланӑ. Унчченхи сити-менеджер Игорь Калиниченко ӗҫ вырӑнне пӑрахсан хула пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене Ольга Викторовнӑна шаннӑ. Хула администрацийӗнче 1992 ҫулта специалистра ӗҫлеме пуҫласа хула администрацийӗн финанс енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ таран ҫитнӗ хӗрарӑма пурте ырланӑ.
Оппозици шутланакан парти пайташӗсем те ӑна тиркемен темелле. «Правда ПФО» интернет-хаҫатра ҫырнӑ тӑрӑх, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин пайташӗ Сергей Семенов та Ольга Чепрасована пулӑшса пыма хатӗррине пӗлтернӗ.
Ҫак кунсенче Питӗрте Пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗ иртет. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та кайнӑ. Паян вӑл «Монохуласем – бизнеса аталанса пымалли ҫӗнӗ вырӑнсем» ятпа иртнӗ канашлӑва хутшӑннӑ.
Пирӗн республикӑра пӗтӗмпе 5 монохула: Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Улатӑр, Ҫӗмӗрле тата Ҫӗнӗ Шупашкар.
РФ Правительствин ятарлӑ программипе килӗшӳллӗн Улатӑрпа Ҫӗнӗ Шупашкара федераци хыснинчен патшалӑх пулӑшӑвӗ тивӗҫнӗ. Улатӑра аталанма 566 млн тенкӗ куҫарнӑ. Унта хут хапрӑкне модернизациленнӗ, ятарлӑ кӗпе-тумтир ӗҫлекен «Лекс-Фэшн» ҫӗнӗ предприяти хута кайнӑ. Халӑх валли 400 ытла ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленнӗ. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх,
Ҫӗнӗ Шупашкарта та лару-тӑру аванах улшӑннӑ, федераци хыснинчен вӗсене 2 350 миллиард уйӑрнӑ.
Паян Ҫӗнӗ Шупашкар хулин депутачӗсен пухӑвӗ иртнӗ. Унта Ольга Чепрасовӑна Ҫӗнӗ Шупашкарӑн пуҫлӑхӗ пулма шанса панӑ.
Хула пуҫлӑхне конкурс комиссийӗ паян суйланӑ. Вӑл вырӑна йышӑнас тесе пурӗ 6 ҫын хӑйсен заявкисене тӑратнӑ пулнӑ. Конкурс комиссийӗ вара вӗсенчен Ольга Чепрасовӑна суйланӑ. Каласа хӑварас пулать, Игорь Калиниченко хӑйӗн ӗҫ вырӑнне пӑрахса кайсан хула пуҫлӑхӗ тивӗҫӗсене шӑп Ольга Викторовнӑна шанса панӑччӗ.
Ольга Чепрасова аслӑ пӗлӗве Мускав коопераци институтӗнче 1992 ҫулта илнӗ. 1996 ҫулта тепӗр аслӑ пӗлӳ Чӑваш патшалӑх университетӗнче илнӗ. 1992 ҫултанпа Ҫӗнӗ Шупашкарти хула администрацинче вӑй хунӑ, экономист ӗҫне туса пынӑ. 2001 ҫулта вӑл Чӑваш Республикин финанс министерствин Ҫӗнӗ Шупашкарти пайӗн тӗп бухгалтерӗн вырӑнне йышӑннӑ. Кунта вӑл 2007 ҫул таран ӗҫленӗ. 2007 ҫулта вӑл каллех Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацинче тӑрӑшма пуҫланӑ, тӗрлӗ пайсенче заведующий, пуҫлӑх ҫумӗ, начальник пулнӑ. 2012–2014 ҫулсенче Шупашкар хулин Калинин районӗн администрацинче ӗҫленӗ. 2014 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа паянхи кунччен Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн экономикӑпа финанс администрацийӗн пуҫлӑх ҫумӗ пулса ӗҫленӗ.
Чӑваш Енри яш-хӗр, 11-мӗш класран вӗренсе тухаканскерсем, патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсене тытма пуҫланӑ. Паян ҫамрӑксем географипе тата информатикӑпа пӗлӗвне тӗрӗслеҫҫӗ.
Географипе 352 ҫын ППЭ тытнӑ. Информатика предметне вара 679 яш-хӗр суйланӑ. Вӗсем экзаменсене ултӑ пунктра тытаҫҫӗ: Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисенче, Ҫӗрпӳ районӗнче.
Географипе ППЭ 3 сехет тӑсӑлнӑ. Унта ҫамрӑксем линейкӑпа, транспортирпа, калькуляторпа усӑ курнӑ. Информатика экзаменне вара нимӗн те илсе кӗме юраман.
Сӑмах май, кӑҫал географипе сахалтан та 37 балл пухмалла, информатикӑпа – 40 балл.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Хими промышленноҫӗнче ӗҫлекенсен кунӗ ячӗпе Ҫӗнӗ Шупашкарти химиксене — унти «Химпромра» — ӗҫлекенсене саламланӑ.
Акционерсен ҫав обществинче 150-а яхӑн тӗрлӗ продукци кӑлараҫҫӗ. Продукци пахалӑхне те савутра ҫулсерен лайӑхлатса пыраҫҫӗ.
Уява хутшӑннӑ Михаил Игнатьев Элтепер кӑҫал предприятире производство калӑпӑшне 10 миллиард тенкӗрен ирттерессе шаннине палӑртнӑ.
Предприяти пайташӗсем малашлӑхлӑ темиҫе инвестици проекчӗ пурнӑҫа кӗни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ҫулталӑкне 30 пин тонна глифосат кӑларакан производство хута ярассипе ӗҫлеҫҫӗ. Перкарбонат кӑларассине икӗ хут ӳстересшӗн. Водород пероксидне туса илесси 40 процент хушӑнӗ.
Ӳлӗмрен тата водород перекиҫне кӑларассине палӑрмаллах ӳстересшӗн. Ку производствӑна 4 миллиарда яхӑн тенкӗ хывмалла.
Кирек епле уяври пекех мероприятире производствӑри маттурсене тата ӗҫ династийӗсене чысланӑ.
Чӑваш Енре медицина пулӑшӑвӗ паракан тытӑм ӗҫӗ-хӗлне тӗрӗсленӗ. ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ.
«Республикӑри васкавлӑ медпулӑшу станцийӗ» ҫумӗнче медпулӑшу паракан пӗрлехи служба йӗркеленӗ, унти хатӗр-хӗтӗре ҫӗнетнӗ. Анчах йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене пур-пӗрех тупса палӑртнӑ. Унашкал тӗслӗх пӗтӗмпе — 165.
Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче хыснаран эмел, медицина хатӗр-хӗтӗрӗ туянма уйӑрнӑ укҫапа тӗллевлӗн усӑ курман. Куславккари тӗп пульницӑра вара хӑш-пӗр пӳлӗмре ӗҫченсем пурӑннӑ.
Кунсӑр пуҫне васкавлӑ медпулӑшӑвӑн хӑш-пӗр уйрӑмӗнче диспетчер пункчӗ пулман. Хӑш-пӗр пульницӑра вара пациентсене сӑлтавсӑрах йышӑнма хирӗҫленӗ.
Прокуратура административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн 8 ӗҫ тата 1 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Нарат Чакки ялӗнчи Нина Скворцова малтан Мускавра пурӑннӑ. Вӑл унти хваттерне хӑварса яла куҫса килнӗ. Халӗ вӑл теплицӑра пахча ҫимӗҫ ӳстерет, чӑх-чӗп усрать.
Нина Скворцова Ҫӗнӗ Шупашкарти пульницӑра 25 ҫул акушеркӑра ӗҫленӗ. Унтан Мускава ҫемйипех куҫса кайнӑ. Ӑна аппӑшӗ хваттер парнелесе хӑварнӑ пулнӑ. Мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех Нина Федоровна Мускавра пурӑннӑ. Анчах ял пирки манман.
Яла куҫса килсен хӗрарӑм кил-ҫуртне хӑтлӑлатнӑ, пахчара улма-ҫырла ҫитӗнтерме пуҫланӑ. Пахчара виҫӗ теплица лартнӑ. Унта чӑх-чӗп ҫитӗнтерет. Теплицӑра ӑшӑ, симӗс курӑк ӳсет. Чӗпсене вара инкубаторпа кӑларать.
Ачисем те унпа пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем лавккаран апат-ҫимӗҫ туянмаҫҫӗ, хӑйсем туса илеҫҫӗ. Хӗрарӑм яла куҫнӑшӑн пӗрре те ӳкӗнмест, ырӑлӑхра пурӑнать вӑл.
Ипполит Николаевичпа Елизавета Кирилловна Николаевсем ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пӗрлешнӗ. Унтанпа 55 ҫул иртнӗ. Мӑшӑр халӗ те шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса пурӑнать.
Вӗсем Шупашкар районӗнче вӗреннӗ чухне паллашнӑ. Ипполит Николаевич 1954 ҫулта ҫара кайнӑ. Вӑл Венгрие ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Ҫартан таврӑнсан, 1957 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Ипполит Елизаветӑна качча тухма ыйтнӑ.
Вӗсем ҫав кунах Хыркассинчи ял Канашне кайса ҫырӑннӑ. Мӑшӑр икӗ хӗр ҫуратса ӳстернӗ, халӗ вӗсен пилӗк мӑнук, вӗсен сакар ачи пур. Николаевсем 1960 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкара пурӑнма куҫнӑ. Ипполит Николаевич — водительте, Елизавета Кириллавна бригадирта ӗҫленӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпрома» Шупашкарти районсен хушшинчи ҫутҫанталӑка сыхлакан прокуратура 3 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Мӗншӗн? Сывлӑша вараланӑшӑн.
Инвентаризаци вӑхӑтӗнче производство лапамӗсенче сывлӑша варалакан 1 пин ытла ҫӑлкуҫ пуррине тупса палӑртнӑ. Ытларахӑшӗ – кремниорганика, водород перекиҫӗн тата ҫурмапродуктсен органика продукчӗсен цехӗсенче.
Ку йӗркене пӑснине палӑртнӑ. Шупашкарти районсен хушшинчи ҫутҫанталӑка сыхлакан прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакӑншӑн «Химпром» предприятие 3 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ.
Ҫанталӑк сивӗ тӑнӑ май ҫынсем хваттерсенче шӑнаҫҫӗ. Кӳршӗ республикӑра ҫӗнӗрен ӑшӑ панӑ. Ҫак кунсенче Чӑваш Енре те ку ыйтӑва хускатнӑ.
Паян Шупашкарти ача пахчисемпе шкулсене ӑшӑ панӑ. Кун пирки «Мари Эл тата Чӑваш Ен» Т Плюс филиалӗн пресс-служби пӗлтерет.
Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ паянтан ача пахчисемпе шкулсене ӑшӑ парасси пирки йышӑну тунӑ. Паянхи 14 сехет тӗлне хулари 16 вӗренӳ учрежденине ӑшӑ панӑ
Ҫӗнӗ Шупашкарта та ачасем шӑнмӗҫ. Унта та ача пахчисемпе шкулсенче пӑрӑхсем ӑшӑ ӗнтӗ. Мэри хулари ҫуртсене ӑшӑ парасси пирки ыйтӑва сӳтсе явать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |